Тутар ӳнерçисен куравĕ
Ӳнер тĕрлĕ халăх çыннине пĕр тĕвве пухать. Çак кунсенче Шупашкарти хальхи йышши ӳнер центрĕнче Тутарстанри Ирик тата Лана Мусинсен куравĕ уçăлчĕ. «Соприкосновение» ят панă ăна.
Тĕрлĕ характерлă çынсене ӳкерме тăрăшнă Ирикпа Лана Мусинсем. Хăйсен ĕçĕсенче вĕсем ытларах тăван тавралăха сăнарланă. Çеçен хирти лаштра йывăç, уй-хирпе макăрса чупакан качака та, шăнкăртатса юхакан шыв та пур кунта. Ялта пурăнакансен портречĕсене нумай çырнă. Чӳречерен тунсăхлăн инçетелле тинкерекен кинемей, йывăр шухăша путнă ватă та. Мусинсем Чăваш Ене пĕрремĕш хут куравпа килнĕ. 60 яхăн ĕçне илсе килнĕ. Ыттисем хальлĕхе Германире юлнă.
ГЕННАДИЙ КОЗЛОВ: «Ревель Федоров калатчĕ: ачасем, тутарсенчен веренĕр. Вĕсен колоритне пăхăр тесе. Эпир ун чухне çамрăк чухне шухăшлама та пĕлмен пуль. Вĕсем тата шаларах тата туймăмлăрах кĕрсе кайса ӳкереççĕ».
Кашни ĕç – тупмалли юмах евĕр. Куракан ӳнерçĕ мĕн çинчен каласшăн пулнине хăйĕн шухăшламалла. Тарăн философи пытаннă.
ГЕННАДИЙ КОЗЛОВ: «Питĕ пĕчĕк ăнланмалла сюжет. 3 мăшăр атă. 1-мĕшĕ тăрать, 2-мешĕ пĕртак лăпăчкаласа, 3-мĕшĕ – выртнă. Çамрăклăх. Çын характерĕ çинчен калама пулать. Питĕ философиллĕ çак ĕç».
Мусинсен ĕçĕсенче тӳрех тутар халăх ӳнерне сăнама пулать теççĕ Чăваш Енри ăстасем. Хĕрлĕ-кăвак, симĕс, тĕттĕм кăвак тĕссемпе анлă усă курнă. Вĕсем питĕ тачка. Куравпа çу уйăхĕн 14-мĕшĕччен паллашма май пур.