Мы в Telegram
Добавить новость

SevPoisk.ru — новости в Ялте и Республике Крым онлайн 24/7

Агроволонтерсен слечĕ иртрĕ

Агроволонтерсен слечĕ иртрĕ

Тăвай районĕн кану бази çывăхĕнчи анлă уй-хир канмалли кунсенче палаткăсемпе, шӳрпе пĕçермелли хурансемпе, ялта пурăнакан çамрăксемпе тулчĕ, кăвайт умĕнчи хаваслă юрă-кĕвĕпе пуянланчĕ. «Ялта чи лайăххисем» агроволонтерсен слечĕ анлă иртрĕ. Республикăри мĕн пур районти яш-кĕрĕм ялпа çыхăннă çивĕч ыйтусене, малашнехи аталану çул-йĕрне ертӳлĕх командипе сӳтсе яврĕç. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Ялта ĕçлеме условисем пулччĕр тесен, паллах, ял тăрăхĕсене аталантарса пымалла. Пинĕ-пинĕпе тĕрлĕ преоктсем хута каяççĕ. 20-30 çул ним те туман хыççăн эпир куратпăр халь ял тăрăхĕсем пысăк утăмсемпе малалла пыраççĕ. Ялтан тухса тарас текен çамрăксен шучĕ чакса пырать. Чăвашла калаçма вăтанмаççĕ, ку та сĕре лайăх тесе шутлатпăр. Çавăнпа питĕ кирлĕ, усăллă форум тесе шухăшлатăп». Слетра «Пĕр тан калаçу» форматпа иртнĕ тĕл пулусенче пуçаруллă хĕрсемпе каччăсем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç. МАРИНА ЕГОРОВА: «Эпĕ хам ялта çуралса ӳснĕ. Паллах, пĕтĕмпех килĕшет. Ĕне те суса курнă, выльăхсене те пăхнă. Ялта хулари пек пурăнатпăр. Йĕри-тавра симĕс. Пахчара ĕçлеме те питĕ килĕшет. Ялта питĕ лайăх пурнăç. Чун канать ялта». Тӳресем – Чăваш Республикин министрĕсем. Вĕсем ялта юлас кăмăллă çамрăксене пур енлĕн пулăшма хатĕррине палăртаççĕ. ОЛЕГ НИКОЛАЕВ: «Мана темшĕн яланах чун яла туртатчĕ. Малтанах çурт лартнă пулнă. Вĕренсе пĕтерсен çавăн пекех пулса тухрĕ. Ку слет питĕ усăллă. Пĕтĕм республикăри çынсене пуçтарнă, пĕр-пĕрне пăхаççĕ. Пĕр-пĕринпе паллашаççĕ. Чăваш халăхĕн туслăхне татах лайăхлатаççĕ тесе шутлатăп». Çавра сĕтелсенче никама та кичем пулмарĕ. Грант илес шухăшлисене паха проект çырса хатĕрлеме, финанс пĕлĕвне ӳстерме вĕрентрĕç. Юлия Соловьева та малашне проект çырса хăйне тĕрĕслесшĕн. ЮЛИЯ СОЛОВЬЕВА: «Çемьесене пулăшас шухăш çуралчĕ. Ку форум питĕ усăллă. Ыйту паратăп та ман ыйтăва хуравлаççĕ. Ман тата интереслĕ шухăшсем çуралчĕç». ОЛЕСЯ ГРИГОРЬЕВА: «Ку мероприятисене те малашне тумалла тесе шутлатăп. Пысăк настрой, энерги илме пулать çак мероприятирен». Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов хăй те 17 çул хулара пурăннă. Тăван тăрăхрах хăйне тупма, район пурнăçне пысăк хăвăртлăхпа аталантарма тĕллев лартнă вăл. ВЛАДИМИР МИХАЙЛОВ: «Ял хуçалăх отраслĕ питĕ вăйлă аталанма пуçларĕ. Хамăр район пирки калас пулсан, пĕлтĕр социально-экономический соревновани иртрĕ. 35 000 гектар çĕрсем хушшинче пĕрремĕш вырăнсем çĕнсе илтĕмĕр. Малалла ĕçлеме тĕллевсем пур. Малалла та çавăн пекех аталантаратпăр». Уçă сывлăшра пухăннă çамрăксем тĕрлĕ спорт вăййинче тупăшрĕç. Волейбол, канат туртса мала тухма тăрăшрĕ. Хĕрлĕ Чутайран килнĕ пикесен ушкăнĕ вара туризм енĕпе ăмăртрĕç – пĕрремĕш хут пулин те çак спорт тĕсĕ кăмăла кайнине палăртаççĕ вĕсем. АЛЬБИНА МАКАРОВА: "Ытларах пире çӳлелле çĕклеме йывăртарах пулать. Пирĕн испытани пĕрремĕш пулчĕ. Эпир çĕнĕ йышши команда, пурне те хутшăнса курас килет. Çынсем тунине те эпир те тăваятпăр тесе шутларăмăр». Кăвайт çинче пĕçернĕ пулă шӳрпине, тĕтĕмленĕ аш какая вара нимĕн те çитмест теççĕ слета пухăннисем. АЛЕКСАНДР ПАВЛОВ: «Çакăнта килсе çĕнĕ çынсемпе паллашас килет. Интереслĕ вăйăсем выляса хамăра аталантарас килет». Çамрăксем те, ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансем те, тивĕçлĕ канурисем те ку агроволонтерсен слетне малашне те ирттересшĕн. Вăл тухăçлă, ял çамрăкĕсене пĕр лапама пухма пултаракан пĕлтерĕшлĕ пуçару иккенне палăртрĕç унта пухăннисем. Регина Кубайкина, Анна Цинтовская, Сергей Емельянов, Бахтияр Велиев, Павел Иритков 






Все новости Ялты на сегодня
Ялта

В крымском заповеднике думают, что лебедей могли украсть из-за борьбы с продавцами птиц

В крымском заповеднике думают, что лебедей могли украсть из-за борьбы с продавцами птиц

Краеведческое путешествие «Белая дача – роман из камня»

Мэр Ялты и крымский митрополит плечом к плечу смотрели инаугурацию Путина

Судоходная компания «Дон» намерена взять в лизинг скоростной «Метеор 120Р»



Другие новости Ялты

Глава Крыма Сергей Аксёнов
Крым

Советник главы Крыма Крючков заявил о взломе платформы для трансляции ТВ-каналов



Персональные новости
Анастасия Павлюченкова

Павлюченкова вылетела с турнира в Риме


Ялта на Russian.city

Здоровье в Крыму


Симферополь

Театр и дети, Культура и Россия, национальный проект: в рубрике «Я - артист цирка Бурятии» Саян Дондоков


Другие города Крыма


Moscow.media
Ялта

У Фонда капремонта Крыма много должников, больше всего - в Ялте




SevPoisk.ru — паблик новостей Севастополя и других городов Республики Крым в календарном формате на основе технологичной новостной информационно-поисковой системы с элементами искусственного интеллекта, гео-отбора и возможностью мгновенной публикации авторского контента в режиме Free Public. SevPoisk.ru — ваши новости сегодня и сейчас в Ялте, объявления, аренда квартир, отели, санатории, отдых в Крыму, квартиры от владельцев, выгодные предложения.

Опубликовать свою новость в любом городе и регионе России и Украины можно мгновенно — здесь.


Новости Крыма


Спорт в Крыму




Экология в Крыму


Все города России от А до Я