Тĕрев параççĕ
Пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахал тупăш илекенсене патшалăх тĕрлĕ тĕревпе пулăшать. Чăваш Енре, сăмахран, виççĕмĕш çул социаллă контракт пурнăçланать. Унпа усă курса республикăра пурăнакансем хăйсен ĕçне пуçараççĕ. Ялта пурăнакансен çак çăмăллăхпа усă курма ансатрах. Хушма хуçалăха аталантарма, ку паллах, патшалăхран пысăк тĕрев. Йывăр ларăва лекнĕ çынсем те социаллă контрактпа нухрат илме пултараççĕ. Ку çăмăллăхпа уса куракансенчен 57 проценчĕ шăпах çак йыша кĕнĕ. «Тĕревсен пĕр-пĕрне хушмалла. Услам пуçаракан, хăйĕн çине ĕçлекен е хресчен – кирек хăшĕ пулсан та ура çине тăратмалла», – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. «Патшалăх пулăшсан вĕсем пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен чылайрах илме пуçлĕç», – палăртрĕ вăл