Шăнса вилесрен хăраççĕ
Анчах та пур çĕрте те ĕс кал-кал пымасть çав. «Спорт площадкине сӳтнĕ, котельнăй трубисене каснă… Вĕсен вырăнне çĕннине тумаççĕ!» Наци телекуравне Çĕмĕрле районĕнчи Пĕренеш ялĕнчен шăнкăравларĕç. Ялта пулса иртекен нумай япалапа кăмăлсăр вĕсем. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ олимп чемпионĕ Валерий Ярды çуралса ӳснĕ тăрăха çитсе килчĕ. Унти ял халăхĕпе тĕл пулса калаçрĕ.